
Республикӑра ку эрнере аграрисем вырмана тухнӑ, кӗрхи культурӑсене пухса кӗртме тытӑннӑ.
Утӑ уйӑхӗн 20-мӗшӗнче чи малтан Ҫӗрпӳ, Вӑрмар тата Красноармейски округӗсенчи аграрисем вырмана пуҫӑннӑ. Халӗ Патӑрьел, Вӑрнар, Шупашкар, Шӑмӑршӑ, Елчӗк тата Тӑвай округӗсенче те комбайнсем хире тухнӑ. Республикӑра пӗтӗмпе 900 ытла комбайн ӗҫе тухмалла.
Паянхи куна 959 гектар кӗрхи тулла пухса кӗртнӗ. Пӗтӗмпе ӑна 72 пин ытла гектар ҫинче вырмалла.
Ҫавӑн пекех аграрисем пахча-ҫимӗҫ пухса кӗртеҫҫӗ, выльӑх апачӗ хатӗрлеҫҫӗ. Ҫав вӑхӑтрах кӗркунне акса хӑварма ҫӗрсем хатӗрлеҫҫӗ. Пӗтӗмпе 84,8 пин гектар ҫӗр сухаламалла.

48 сехетре санитари вертолечӗ Патӑрьел районӗн тӗп пульници умне тӑватӑ хутчен анса ларнӑ, тӑватӑ пациента Шупашкара илсе ҫитернӗ.
Елчӗк тӑрӑхӗнчи арҫынна васкавлӑ медпулӑшупа пульницӑна илсе килнӗ. Вӑл чӗрепе аптӑраса ӳкнӗ. Тухтӑрсем ӑна пӑхнӑ та Республикӑри кардиологи диспансерне ӑсатма йышӑннӑ.
Ҫав каҫах Шӑмӑршӑ округӗнчи арҫынна кардиодиспансера илсе ҫитернӗ. Вӑл та чӗре тӗлӗнчен ыратнине каланӑ.
Ирхине Патӑрьел округӗнчи Шӑнкӑртам ялӗнчи арҫынна пульницӑна илсе килнӗ. Унӑн миокард инфаркчӗ пулнӑ. Ӑна та Шупашкара вертолетпа илсе кайнӑ.
68 ҫулти хӗрарӑм вара ҫул ҫинче аманнӑ. Патӑрьел районӗн тӗп пульницин тухтӑрӗсем унӑн сывлӑхне кӑшт йӗркене кӗртсен Шупашкар хулине Васкавлӑ медпулӑшу пульницине вертолетпа ӑсатнӑ.

Елчӗк округӗнчи Кивӗ Эйпеҫ ялӗнчи храма тӑваттӑмӗш хут ҫӗнӗрен хӑпартаҫҫӗ. Кӑҫал пуш уйӑхӗн 24-мӗшӗнче вӑл тӗппипех ҫунса кайнӑ.
Ял халӑхӗ ӑна ҫӗнӗрен тума йышӑннӑ. Пухнӑ укҫа-тенкӗпе территорие тасатнӑ, никӗс янӑ. Ҫак ҫулла стенасене тума палӑртнӑ.
Историе илес тӗк, Кивӗ Эйпеҫри храма 1763 ҫулта хута янӑ. Анчах ҫав ҫурт упранса юлман. 1894 ҫулта пӗр престоллӑ храм тунӑ. Вӑл 1940 ҫулччен ӗҫленӗ, кайран ӑна хупнӑ. Ку ҫурт та упранса юлайман. 1994 ҫулта кирпӗчрен хута янӑ, шӑпах ҫавӑ кӑҫал пушара пула ҫунса кӗлленнӗ.

Канаш округӗнчи Усман Эскеровпа Дарья Садовская Мускав хулинче пӗрлешнӗ.
Ӗнер, Ҫемье тата юратупа шанчӑклӑх куненче, тӗп хуламӑрти Наци центрӗнче «Раҫҫей. Чӗресене пӗрлештерсе» форум иртнӗ, унта тӗрлӗ регионти мӑшӑрсем пӗрлешнӗ. Пирӗн Чӑваш Енрен Усман Эскеровпа Дарья Садовская кайнӑ.
Усманпа Дарья — юристсем, вӗссем чӑваш культурине упрама тӑрӑшаҫҫӗ: чӑвашла юрлаҫҫӗ, ҫулсерен Акатуя хутшӑнаҫҫӗ, тетрсемпе музейсене ҫӳреҫҫӗ.
Сӑмах май, иртнӗ ҫулсенче Мускавра иртнӗ «Раҫҫей. Чӗресене пӗрлештерсе» форума Шупашкар хулинчи Максим тата Анастасия Горскисем, Елчӗк округӗнчи Александр тата Анна Кривововсем, Тӑвай округӗнчи Анна тата Алексей Андреевсем, Шупашкар хулинчи Алексей тата Юлия Комлевсем хутшӑннӑ.

Елчӗк округӗнчи Патреккел ялӗнче пурӑнакан Антонина Васильевна Миллина 100 ҫулхи юбилейне паллӑ тунӑ.
Антонина 1926 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 5-мӗшӗнче ҫуралнӑ. Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи пынӑ чухне вӑл колхозра ӗҫленӗ, унтан юстици тытӑмӗнче вӑй хунӑ: малтан – прокуратурӑра, унтан район судӗнче. Унта вӑл 50 ҫул ытла тӑрӑшнӑ. Тӑрӑшса ӗҫленӗшӗн ӑна патшалӑх тата ведомство наградисене панӑ. Унӑн «Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче тӑрӑшса ӗҫленӗшӗн» тата «Ӗҫ ветеранӗ» медальсем пур.
Паянхи кун унӑн ҫемйи пысӑк: ачисем, мӑнукӗсем, кӗҫӗн мӑнукӗсем. Пурте ӑна юратаҫҫӗ, лайӑх пӑхаҫҫӗ.

Елчӗк районӗн прокуратури шкул директорӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫланӑ ҫынна хӑйне панӑ премие каялла вырӑнти хыснана тавӑрса памалла тунӑ.
Директор тивӗҫӗсене пурнӑҫлаканскер 2025 ҫул тӑршшӗпе хӑйне хӑй преми панӑ. Ҫакна вӑл муниципалитет администрацийӗпе калаҫса ҫирӗплетмен. Ҫапла вӑл ҫулталӑк тӑршшӗпе 192 пин тенкӗ преми илнӗ.
Район прокуратури хысна укҫипе тӗллевлӗ усӑ курман тесе ун тӗлӗшпе административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ. Суд ӑна пӑхса тухнӑ та директора 20 пин тенкӗ штраф тӳлеттерме йышӑннӑ.
Прокуратура тӑкака саплаштармалла тесе суда тавӑҫ тӑратнӑ. Суд ӑна тивӗҫтернӗ, директор тивӗҫӗсене пурнӑҫлаканскере 192 пин тенке вырӑнти хыснана тавӑрса памалла тунӑ.

Мускавра «Незнайка» фильм ӳкерме тытӑннӑ. Унта пирӗн ентеш те, Владимир Тяптушкин, хутшӑнӗ.
Фильма Николай Носовӑн хайлавӗ тӑрӑх ӳкерӗҫ. Вӑл кинотеатрсенче 2028 ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗнчен проката тухӗ. Режиссерӗ – Дмитрий Дьяченко.
Незнайка рольне Леонид Басов вылӗ. Шпунтик рольне вара Владимир Тяптушкина шанса панӑ.
Аса илтерер: Владимир Тяптушкин Елчӗк районӗнчи Аслӑ Таяпа ялӗнче ҫуралнӑ. Вӑл «Ландыши» тата ытти фильмра ӳкерӗннӗ.

Елчӗк округӗнче арҫын арӑмӗ пулнӑ хӗрарӑм хӗрӗ умӗнче сӑмахпа хӑртнӑшӑн 10 пин тенкӗ тӳлӗ.
Нумай ачаллӑ амӑшӗ упӑшки пулнӑскер ӑна хӗрӗ умӗнчех сӑмахпа кӳрентернӗ тесе прокуратурӑна кайса заявлени ҫырнӑ. Ведомство административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ, суд ӗҫе пӑхса тухсан арҫынна 3 пин тенкӗ штраф тӳлеттерме йышӑннӑ.
Унтан прокуратура хӗрарӑма кӑмӑл-сипет тӗлӗшӗнчен сиен кӳнӗ тесе суда тавӑҫ тӑратнӑ, упӑшки пулнӑскертен 10 пин тенкӗ шыраса илме ыйтнӑ. Суд тавӑҫа тивӗҫтернӗ. Ҫапла арҫыннӑн сӑмахпа кӳрентернӗшӗн арӑмӗ пулнӑ хӗрарӑма 10 пин тенкӗ тӳлемелле.

Чӑваш Енре 10 культура ҫуртне ҫӗнетме палӑртнӑ. Кун валли 28,5 миллион тенкӗ уйӑрӗҫ.
Ку укҫапа пысӑках мар ялсенче культура ҫурчӗсене аталанма пулӑшӗҫ: Улатӑр, Патӑрьел, Йӗпреҫ, Канаш, Куславкка, Пӑрачкав, Ҫӗрпӳ, Ҫӗмӗрле, Елчӗк, Тӑвай округӗнче культура ҫурчӗсем пулӗҫ.
Уйӑрнӑ укҫа-тенкӗпе ҫӗнӗ сасӑ тата ҫутӑ хатӗрӗсем туянӗҫ, сӗтел-пукана ҫӗнетӗҫ, юсав ӗҫӗсем тӑвӗҫ. Ҫакна йӑлтах куракансемшӗн тата пултарулӑх ушкӑнӗсемшӗн хӑтлӑ пултӑр тесе тӑваҫҫӗ.

Елчӗк округӗнче аграрисем кӗрхи культурӑсене апатлантарма тухнӑ. Ку – ҫурхи ака-суха ӗҫӗсен пӗрремӗш тапхӑрӗ.
Чи малтан ку ӗҫсене «Прогресс» акционерсен обществи пурнӑҫлама тытӑннӑ. Хуҫалӑхӑн 900 гектар ҫинчи культурӑна апатлантармалла. Хальхи вӑхӑтра 150 гектар кӗрхи тулӑпа 50 гектар кӗрхи ыраша апатлантарнӑ. Ку ӗҫе вӗсем «Туман-2» агрегат пулӑшнипе пурнӑҫлаҫҫӗ. Ҫавӑн пекех хуҫалӑхри специалистсем тӑрӑшса ӗҫлеҫҫӗ. Вӗсем ку ӗҫсене вӑхӑтра вӗҫлеме палӑртаҫҫӗ.
Красноармейски округӗнче ҫурхи уй-хир ӗҫӗсем пуҫланнӑ.Хире чи малтан «Таябинка» агрофирма тухнӑ. Ҫитес вӑхӑтра «Красное Сормово» тата «Караево» хуҫалӑхсем ӗҫе пуҫӑнмалла.
